"Ҫемье ӑшши - чун ӑшши" урок иртрӗ

"Ҫемье ӑшши - чун ӑшши" урок иртрӗ
"Ҫемье ӑшши - чун ӑшши" урок иртрӗ

Чӑваш чӗлхи эрнинче Ҫемье ҫулталӑкне халалласа 2, 6 -мӗш классенче "Ҫемье ӑшши - чун ӑшши" урок иртрӗ. Ҫемьере ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче яланах килĕшÿпе ăнлану хуçалантӑр тесе тӑрӑшни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калаҫрӑмӑр, ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ҫыравҫӑ хайлавӗсемпе паллашрӑмӑр (А.Николаевӑн “Юрик асламашӗ” калав, В. Осеева “Бабка” тата Г. Волков ҫырнӑ “Ӑслӑ ача”, “Ҫил-тӑвӑл” калавсем).

  Ҫемьере  ваттисене хисеплеме ачаранах хăнăхса ÿсмеллине,  асатте-асаннерен  тĕрлĕ ĕç тума вĕренсе юлмаллине ӑнланма тӑрӑшрӑмӑр.

Арсентьева В.Н.