«Çĕр тата çынсем» музейри экскурси

«Çĕр тата çынсем» музейри экскурси
«Çĕр тата çынсем» музейри экскурси

Комсомольки 2-мĕш вăтам шкулĕн 6к тата 7к класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин ик эрнелĕхне хутшăнса округри «Çĕр тата çынсем» музейре пулчĕç. Унта вĕсене музей ертÿçи А.О.Полякова ăшшăн кĕтсе илчĕ, музейри экспонатсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Шкул ачисем район историйĕпе, унăн пуянлăхĕпе паллашса хăйсен тавракурăмне анлăлатрĕç. Вĕренекенсемшĕн музейри курав питĕ усăллă пулчĕ.