Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна

Илемлĕ чăваш тĕрри   тĕрлеме пĕлсен кăна
Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна

Тĕрĕ  – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Комсомольски 2- мĕш вăтам шкулти 8а класс вĕренекенĕсемпе Комсомольски округĕн «Çĕр тата çынсем» музей ертÿçи Е.О.Полякова «Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна» ятпа мастер класс ирттерчĕ. Елена Овиковна ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе, хăйнеевĕрлĕхĕсемпе паллаштарчĕ.    

Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та — хăть тÿнтер, хăть пиччĕн — пĕр пек. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет. Унсăр пуçне мĕн пур тĕрĕрех геометри орнаменчĕ пур.

Ачасем тĕрĕ тĕрлес ăсталăхпа та паллашрĕç. Асламăшĕ-кукамăшĕ, амăшĕ- аппăшĕсем паянхи кун та тĕрĕ тĕрлеме ÿркенменнине, хăйсем те ĕç урокĕсенче тĕрĕ тĕрлесе курнине пĕлтерчĕç.