Ик эрнелĕх пуçланчĕ

Ик эрнелĕх пуçланчĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта çулсеренех ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литературин тата тăван ен культурин ик эрнелĕхне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитнине, Комсомольски районĕ 85 çул тултарнине, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Ик эрнелĕх вăхăтĕнче тĕрлĕ ăмăртусем, конкурссем, литература каçĕсем пулса иртеççĕ. Ачасем ăмăртусене тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса хутшăнасса шанас килет.