Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024

Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2024» акци иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут санталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

 Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул  вĕренекенĕсемпе вĕрентекенсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Çемен Элкер хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Чăваш вăрманĕ» ятлă текст тăрăх диктант çырчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем экспертсем пулса малтан диктант çыртарчĕç, кайран вара тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç.

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!